Çĕнĕ Мами ялĕнче çĕнĕ клуб хута кайнă. Ăна ниме бюджечĕн вăйĕпе çĕклеме май килнĕ.
Çак паллă пулăмпа вырăнта пурăнакансене округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Захаров саламланă, пуçару проектне пурнăçа кĕртес ĕçре пысăк хастарлăх кăтартнисене округ администрацийĕн Тав çырăвĕсене парса чысланă.
Хĕрлĕ хăйăва касса клуба кĕнĕ хыççăн округăн культура пайĕн ертÿçи Вероника Павлова «Улах» фольклор ансамблĕн ертÿçине баян парнеленĕ. Çак музыка инструменчĕ пултарулăх ушкăнне хăйсен репертуарĕнчи юрра-кĕвве халăх патне тата та илемлĕрех кĕвĕпе илсе çитерме пулăшĕ.
Уявра вырăнти артистсене çак паллă пулăмпа ĕçтешĕсем те саламланă, вĕсем Çĕнĕ Мами ялĕнче пурăнакансене савăнăçлă концерт лартса панă.

