Пӗлтӗр республикӑри ял хуҫалӑх организацийӗсем теплицӑра 32 пин тонна пахча ҫимӗҫ тата салат туса илнӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку планпа пӑхса хунинчен 10 процент нумайрах. Хӑяр – 19,5 тонна, помидор – 12,5 пин тонна, салат 0,054 пин тонна туса илнӗ.
Республикӑра помидор-хӑяр теплицӑра ытларах туса илекенсем ҫаксем: «Новочебоксарский» теплица комплексӗ тата «Ольдеевский» агрофирма. Иккӗшӗ те Шупашкар округӗнче вырнаҫнӑ. Вӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансене хӑяр-помидорпа тивӗҫтереҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хӑйсен продукцине 20 ытла региона ӑсатаҫҫӗ.
Пӗлтӗртенпе Етӗрне округӗнчи «Позитив» тулли мар яваплӑ пӗрлӗх салат ӳстерме пуҫланӑ.

