Раççейĕн çар мухтавĕн кунĕнче тата Ленинград хулине фашистсен блокадинчен ирĕке кăларнăранпа 82 çул çитнĕ кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе Владимир Кожемяковпа тĕл пулнă, ăна вăл «Житель блокадного Ленинграда» астăвăм палли панă.
«Ленинград блокадине тÿссе ирттернĕ çынсене эпир чун-чĕререн хисеплетпĕр тата вĕсемпе мăнаçланатпăр. Эсир пирĕншĕн яланах паттăрлăхпа çирĕплĕхе палăртакан тĕслĕх вырăнĕнче. Эсир йывăр условисенче пурăннă, анчах та çакна пăхмасăр шанăçа тата çутă малашлăх ĕненĕвне сыхласа хăварма пултарнă. Ленинградра пурăннă çынсен паттăрлăхне çитĕнекен ăру пĕлни тата асра тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ», _ палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Владимир Лаврентьевич 1941 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче тăшман çавăрса илнĕ Ленинград хулинче çуралнă. Унăн ашшĕ çар летчикĕ пулнă, амăшĕ _ медицина сестри. Вăрçă çулĕсенче çемье, çар çыннин служба вырăнĕ ылмашнине кура, тăтăшах куçса çÿренĕ. 1958 çулта вĕсем Шупашкар хулинче тĕпленнĕ.
Тĕп хулари электромеханика техникумĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Владимир Кожемяков пилĕк çул Совет Çарĕнче пулнă. Унтан чылай çул хушши рес- публикăн малта пыракан промышленноç предприятийĕсенче вăй хунă. Ĕçри хастарлăхĕшĕн ăна чылай сумлă награда парса чысланă. Паянхи кун ветеран çемйипе Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнать. Вăл _ блокадăри Ленинградра пурăннă Чă- ваш Енри 20 çын йышĕнче.
1944 çулхи кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче совет çарĕсем Ленинграда фашистсен блокадинчен ирĕке кăларнă. Блокада 872 куна пынă. Ленинграда хÿтĕленĕ паттăрсене асăнса Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче тĕллевлĕ мероприяти иртнĕ. Унта тематика кура- вĕсемпе интерактивлă лапамсем ĕçленĕ. Курма килекенсене шырав отрячĕсем тупнă экспонатсемпе тата хальхи вăхăтра çар çыннисем усă куракан пилотсăр вĕçев хатĕрĕсен вĕренÿ хатĕрĕсемпе паллаштарнă. «Блокадăри çăкăр» инсталляци кашнин чун-чĕрине пырса тивнĕ.

