Понедельник, 12 октября, 2026
Главная > Публикации > Вĕрентӳ тытăмĕн аталанăвне тишкернĕ

Вĕрентӳ тытăмĕн аталанăвне тишкернĕ


Республикăри шкулсене юсама 2026 çулта рекорд шайĕнчи виçепе укçа уйăрма палăртнă – 4,6 миллиард тенкĕ. Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕрентӳ министрĕпе Дмитрий Захаровпа курнăçнă май пĕлтернĕ. Тĕл пулура вĕрентӳ тытăмĕн аталанăвне тишкернĕ.
– Республикăра паян вĕрентĕвĕн пĕрлехи тытăмне йĕркеленĕ – ача садĕнчен пуçласа пирвайхи ĕç вырăнĕ таран. Юлашки 5 çулта çĕнĕ 9 шкул хута янă. Пĕлтĕр çĕнĕ 3 шкул ачасене йышăннă, федераци программипе вуннăшне тĕпрен юсанă. Кăçал 36 шкула тĕпрен юсама 4,6 миллиард тенкĕ уйăратпăр. Тĕллев – вĕрентĕвĕн принцип тĕлĕшĕнчен çĕнĕ тытăмне йĕркелесси, – тенĕ Олег Николаев.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *