Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 11 камера выр-наҫтарӗҫ. Вӗсем сӑн тата видео ӳкерсе илӗҫ.
Ӗҫе пурнӑҫлама 38 миллион тенкӗ тухса кайӗ. Камерӑна Питӗрти «Пост» тулли мар яваплӑ общество вырнаҫтарӗ.
Виҫӗ уйӑхра подрядчикӑн 11 камера выр- наҫтармалла, унсӑр пуҫне Канашри Ленин проспектӗнчи тата Шупашкарти Максим Горький проспектӗнчисене юсаса ҫӗнетмелле пулӗ.

