Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Пĕршенерсен пархатарлă ĕçĕсем

Пĕршенерсен пархатарлă ĕçĕсем


Юлашки вăхăтра çĕршыври, тăван республикăри волонтерсен пархатарлă ĕçĕсем çинчен хаçат-журналсенче, радиопа тата телевиденипе çине-çинех каласа пама тытăнчĕç. Пĕршенер Канаш округĕнче ытла пысăках мар ял пулин те ?кунта пĕтĕмпе, ватти-вĕттисене те шута илсен, 341 çын пурăнать/ хăйсем ирĕккĕн ĕçлесе ял-йыш ырлăхĕшĕн тăрăшакансем йышлă. Вĕсем çинчен калаçу пуçласшăн эпĕ паян…
Вунă çул ытла шыв тытман ял варринчи пĕве ишĕлчĕкĕ пĕршенерсене чăннипех йăлăхтарса çитерчĕ. Темĕн пысăкĕш пĕверен тăрса юлнă ланкашкари шывра та пулин хур-кăвакал пухăнса çунаттисемпе çапа-çапа савăнатчĕ, каярахпа пĕвене тулнă юшкăна типĕтсе уя кăлармашкăн тесе кăштах шыв тытса тăракан ланкашкана та кĕреçепе уçса ярса шывне юхтарса кăларчĕç.
Çул хыççăн çул иртрĕ, пĕршенерсем çак пĕве пирки ăçта кăна çитмерĕç пулĕ, анчах юшкăнне тасатасси те, пĕвине пĕвелесси те пулмарĕ.
_ Ял варринче шыв пулман пирки Пĕршенер хастарĕсем, пĕрле пухăнса, çапла канашларăмăр, _ тет ялти клуб ĕçченĕ, волонтерсен ертÿçи Алексеева Елена Николаевна: _ Ял варринчи пĕве юшкăнне тасатса ăна пĕвелеме пирĕн вăй çитмĕ, терĕмĕр. Вара ял тулашĕнчи çур ĕмĕр ытла юхăнса выртнă ферма пĕвине йĕркене кĕртме шутларăмăр. Кунта ял кĕтĕвĕнчи выльăх-чĕрлĕхе тапăра антарса шăварма та питĕ меллĕ пулать.
Ку пархатарлă ĕçе тума пĕтĕм ял халăхĕ хутшăнчĕ. Унта хăмине те илмелле, тимĕр-тăмăрне те тупмалла. Тăпра тиекен трактор та, тăприне пĕве çине турттарма прицеплă трактор та, йывăр тимĕр пăрăхсене пĕве çине выр- наçтарма кран та тупмалла. Пĕтĕм ĕçе ял ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпе, никамран та пулăшу ыйтмасăр, турĕç.
_ Çак пархатарлă ĕçе хутшăннă çынсене ятран асăнса хăвараймас- тăр-и;
_ Гаврилов Андрей хăйĕн килĕнчи тракторĕпе нумай ĕç турĕ. Вăл прицеппа тăпра нумай турттарчĕ, унăн тракторĕ ытти ĕçре те кирлĕ пулчĕ. Вăрăмпуç каччи Владимиров Павел та хăйĕн тракторĕпе нумай пулăшрĕ пире. Захаров Владимир та питĕ тăрăшса ĕçлерĕ хăйĕн килĕнчи тракторĕпе. Пĕчĕк тракторсем те, мотоблоксем те кирлĕ пулчĕç.
_ Пĕвене тулса пыракан шыва юхтарма пĕве çине пысăк пăрăхсем вырнаçтарнă. Вĕсене ăçтан тупрăр тата;
_ Ял варринче пĕве пулнă чухне пысăк пăрăха çурмаран тăрăхла касса тунă валашка усăсăр йăваланса выртатчĕ, ăна тракторпа сĕтĕрсе килтĕмĕр. Унтан Краснов Артем хăйсен килĕнчи пăрăхсене тракторĕпе турттарса илсе килсе пачĕ. Шыв сиккине те шыв çисе каясран хăмаран çапса тунă валак вырнаçтартăмăр. Вăт çапла тăрăшса ĕçлесе пĕлтĕр çулла виçĕ уйăхра хамăр ума лартнă тĕллеве пурнăçларăмăр. Кăçал çуркунне çурхи шыв питĕ вăйлă анса пĕвене татса каясран тимлĕ сыхласа тăтăмăр. Сăмах май каласан, пĕве çине виçĕ валак вырнаçтартăмăр пулин те, çуркунне пур пĕрех пĕве çинче хурал тăма тивет. Тунă ĕçе сая ярас килмест вĕт-ха.
_ Эпĕ çав уйри пĕве патне çитсе курнă. Питĕ илемлĕ, шывĕ пĕве тулли. Пĕвен икĕ çыранĕнче те хăмаран икĕ вăрăм сак çапса лартсан иртен-çÿрене пĕве хĕрринче канса ларма питĕ аван пулнă пулĕччĕ. Çамрăксем пĕвене пĕр фляга вĕтĕ пулă та янă теççĕ.
_ Хĕрĕх виçĕ çул Вăрăмпуç шкулĕн-че учительте ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухрăм та мана ял тăрăхĕн-чи ветерансен канашне ертсе пыма шанчĕç. Сакăр çул хушши ватăсен, сусăрсен куллен сиксе тухакан ыйтăвĕсене татса пама тиврĕ, _ çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Ольга Леонтьевна Иванова. _ Ку ĕçе, паллах, пĕччен туса пыма май çук, мана клуб ертÿçи Елена Алексеева ял çамрăкĕ- семпе пĕрле пулăшса пычĕ. Ваттисемпе ĕçленисĕр пуçне Елена Николаевнăпа пĕрле кашни çулах ял халăхне масар территорине тĕрлĕ ăпăр-тапăртан, ирĕккĕн ÿсекен йывăçсенчен тасатма явăçтартăмăр.
Çак ĕçе хастар хутшăнакан ватăсене те асăнса хăварас килет. Елизарова Галина пĕтĕм çемйипе кашни ĕçе тухма тăрăшать. Гаврилов Василий çитмĕлтен иртнĕ пулин те çемйипе пĕрле пĕр ĕçрен те юлмасть. Иванова Валентина урисем ыратнипе аптăрать пулин те кашни ĕçе хутшăнма тăрăшать.
Ял варринчи пĕве типнипе ăна кирлĕ-кирлĕ мар курăк пусрĕ, ăна та çулсах тăма тивет. Колхозăн хуçасăр тăрса юлнă, халичченех çимĕç паракан сад пахчине питĕ вăйлă тасатрăмăр. Çакăн хыççăн улмуççисем тата вăйлăрах çимĕç пама пуçларĕç.
Ветерансен канашĕн ĕçĕ çинчен кăштах каласа хăварам-ха. Хам ĕçленĕ сакăр çул хушшинче пилĕк альбом туса районти ветерансен канашне тăратрăмăр. Мĕн çинчен-ха çак альбомсем; Пĕрремĕшĕ _ Иккĕмĕш тĕнче вăрçине хутшăннă ял-йыш çинчен, тепри _ Сăрпа Хусан тăрăхĕнчи хÿтĕлев сооруженийĕсене тума хутшăннă хĕрсемпе хĕрарăмсен аса-илĕвĕсем. Кăçал вара альбома ятарлă çар операцине хутшăннă çамрăксене халалларăмăр..
_ Районти ветерансен канашĕ сирĕн ĕçе хак парать-и;
_ Пара-ать! Канашран яланах Хисеп грамотисемпе таврăнатпăр. Пирĕн организацин укçи-тенки çук та, ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе 80, 85, 90, 95 çула çитнĕ ватăсене килĕ- сене кайса саламлатпăр. Пĕччен пурăнакансем пирĕн 17 çын. Ачисем пур, анчах вĕсем аякра. Вĕсем эпир пынăшăн питĕ хĕпĕртеççĕ. Пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшса тăма шкул ачисене явăçтаратпăр. Вĕсем хĕлле юр хырса параççĕ, кил-çуртри ытти вак-тĕвек ĕçсене тума пулăшаççĕ.
Хамăн ĕçе кăçалтан Доброва Марияна патăм, малашне пĕрле, ăна пулăшса ĕçлесе пыратпăр ĕнтĕ.
_ Эпĕ те сывлăх пур чухне волонтерсен ĕçне хутшăнма тăрăшатăп, _ тет Вăрăмпуç шкулĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ Альбина Алексеевна Васильева. _ Кунта каласа пĕтерчĕç мĕн-мĕн ĕç тунине. Эпĕ мĕн каласшăн: питĕ савăнатăп ку ялта пурăннишĕн, пирĕн ялта çав тери маттур çынсем пулнишĕн. Пирĕн ял халăхĕ кар! тăрса ĕçлет, çавăнпа ял урамĕсем яланах тап-таса та илемлĕ. Ытти ялсене кĕретĕн те, ăçта вут-шанкă купаланса выртать, ăçта çÿп-çап купи. Пирĕн ял халăхĕ пĕр туслă çемье пек пурăнать, çавăншăн эпĕ шутсăр кăмăллă.
_ Ял хастарĕсем ку ĕçсемпе кăна лăпланса ларман, ял масарĕ çине лартнă çурт тăррине чиркÿ куполĕ вырнаçтарнă.
_ Çуртне ăна икĕ çул каяллах ларт-нăччĕ-ха, _ тет таврари паллă селекционер, тăван тавралăх илемĕшĕн ырми-канми тăрăшакан Семенов Вячеслав Варсонофьевич. _ Пăхатăп та ку çурт çине, темĕн çитмен пек туйăнать. Пĕрре пÿрт тăррине пичкерен купол евĕр япала касса кăларса вырнаçтарса лартас кăмăл та пурччĕ…
Вячеслав Варсонофьевич каласа панă тăрăх, пĕррехинче юнашар чиркÿ- ллĕ Вăтапуç ялĕпе иртсе пынă чухне вăл чиркÿ тăррине ылтăн тĕслĕ сарă сăрăпа сăрланă çĕнĕ куполсем лартнине асăрхать. Киввисем çĕр çинче выртаççĕ, пĕри те лапчăнман, сиенленмен.
_ Пачăшкăран «пĕрне илсе кайма юрать-ши», _ тесе ыйтрăм. _ Чармас- тăп, сăваплă ĕç тăватăр, куполне выр- наçтарса лартсан çуртне хамах светить туса парăп, _ терĕ мана пачăшкă, _ аса илсе каласа парать Вячеслав. _ Николай Николаев машинипе купола кайса илтĕмĕр те тепĕр икĕ кунтан вуннăн пухăнса купола алă вĕççĕнех пÿрт тăррине хăпартса вырнаçтарса лартрăмăр.
_ Вячеслав, эсир, селекционер пулнă май, Асанкасси вăрманĕнче кедр йывăçĕ чылай лартнă тет.
_ Малтан эпĕ вăрманне пĕр гектар кăна илесшĕнччĕ, виçĕ гектартан кая памастпăр терĕç Каçал лесничествинче. «Юрать апла, _ терĕм, _ виççĕ тĕк виççĕ».
Малтан кедра пĕр вăтăр тĕп кăна лартнăччĕ, халĕ хыр çине сыпма пуçларăм та, шучĕ пин тĕпе те çитрĕ пулĕ. Кедрсăр пуçне кунта çĕпĕр йывăçĕ пихта та, аçтăрхан мăйăрĕ те ÿсет.Томска час-часах çÿретĕп те, унтан кедрăн çĕнĕ сорчĕсемсĕр таврăнмастăп. Кашни каймассерен 5-6 сорт илсе килетĕп. Томскра кедр енĕпе Горошкевич Сергей Николаевич селекционер-ученăй ĕçлет. Хыр çинче, кедр çинче шар евĕр пухăнса ÿсекен туратсене ?ăна вырăсла «ведьмина метелка» теççĕ/ уйăрса илет те, вĕсене е кедр çине, е хыр çине сыпать. Вара çĕнĕ сорт пуçланса каять.
_ Канаш округĕнче чăн-чăн кедр вăрманĕ пулать эппин.
_ Çавăншăн тăрăшатăп ĕнтĕ…
_ Вăрăмпуç вăрманĕнче чылай çул каялла темиçе гектар çине кедр йывăçĕ лартнăччĕ. Çимĕç параççĕ-ши вĕсем;
_ Вĕсене лартнă чухне ман Герман пичче лесник пулса ĕçлерĕ, çав кедрсем мăйăрне те параççĕ, çынсем те таткалаççĕ пулас. Кедрсене хыр çине сыпма çавăнтан кайса илтĕм. Сыпса ÿстернĕ кедрсем çимĕçне 40 çултан мар, 10 – 12 çултанах пама пуçлаççĕ.
_ Альбина Алексеевна, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир ку таврари паллă ал ĕç ăсти. Пĕршенер ялĕн чачĕ çинче сирĕн ĕçсене курса савăннăччĕ эпĕ.
_ Пирĕн çемье йышлă пулнă та ?эпир вун иккĕн пĕр тăван/, пĕчĕкренех эпĕ чулха-нуски хам çыхса тăхăннă. Анне кĕпе çĕлеме, çыхма, тĕрлеме пĕлнĕ. Ас тăватăп, пирĕн килте пĕтĕмпех тĕрленĕ япаласем çакăнса тăратчĕç. Çак ĕçе ачаранах вĕреннĕ те, халĕ те çыхатăп, тĕрлетĕп. Ваза тумалла-и унта, е корзина, пурин патне те алă пырать.
_ Ялти клуба тĕпрен юсанă хыççăн кунта хăтлă, илемлĕ, кĕме те кăмăллă. Пушă каçсенче ал ĕçĕпе интересленекен хĕр-хĕрарăмсене хăвăр мĕн пĕлнине вĕрентме пуçтарас кăмăл çук-и;
_ Пирĕн ал ĕç кружокĕ ĕçлет, кашни ытларикун пуçтарăнатпăр, пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашатпăр, пĕр-пĕринчен канаш ыйтатпăр.
_ Елена Николаевна, сирĕн ал-ĕçĕрсене те курса тĕлĕннĕччĕ-ха эпĕ пĕршенерсен чатĕнче…
_ Ноябрĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарта чăваш тĕррин кунне питĕ чаплă ирттертĕмĕр. Манăн та унта хутшăнма тÿрĕ килчĕ. Шупашкар ирттернĕ пĕр конкурсра укçа сертификачĕ парса хавхалантарчĕç. Ку маншăн питĕ пысăк савăнăç.
Районта ирттерекен Чăваш тĕррин кунĕсенче мастер-классем ирттерсе несĕлсен культурине çамрăксем патне çитерме тăрăшатăп.
Тăван ялта, Пĕршенерте, Чăваш тĕррин кунĕ ячĕпе хам тĕрленĕ япаласен курăмне йĕркелесе ирттертĕмĕр.
_ Тата çакна каласа хăварам-ха, _ тет Ольга Иванова, _ Вăрăмпуçĕнчи культура çуртĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас тесе хĕрарăмсем маскировка сечĕсем, пуçа тăхăнмалли нашлемниксем çыхаççĕ. Кунта ĕçлекенсен кăмăлне çĕклес тесе районта хисеп грамотисем çыртартăм. Ултă хĕрарăма, пенсионерсене çав грамотăсемпе чысларăмăр. Чăн ватти унта _ учительницăра ĕçленĕ 85 çулхи Кудрявцева Римма Филипповна. Вĕсем кашни кун, ĕçе аннă пек, 11 сехет тĕлне клуба пуçтарăнаççĕ те 4 – 5 сехет хушши çине тăрса ĕçлеççĕ.
_ Пурне те пысăк тав паянхи çак калаçăва хутшăннăшĕн. Сывлăхпа пурăнăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр.
Василий ЛАПИН.
Сăн ÿкерчĕк Елена Алексеевăн

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *