Егор Матвеевский баянист «Песни от всей души» кăларăма хутшăннă.
Унта вăл мăшăрĕпе Оксанăпа çитнĕ. Матвеевскисем студире видео ÿкернĕ, Чăваш Ене салам вĕçтернĕ. Кăларăма пĕр уйăхран телевизорпа кăтартĕç. Сăмах май, Егор Матвеевский асăннă телекăларăма иккĕмĕш хут хутшăннă.

