Канаш округӗнче прокуратура СВОра вилнӗ салтакшӑн паракан тӳлеве тӑванӗсене памалла тунӑ.
Укҫана ют хӗрарӑм хапсӑннӑ. Вӑл ҫав салтакпа РФ Оборона министерствипе килӗшӳ алӑ пуснӑ кун паллашнӑ, ҫав кунах ӑна качча тухнӑ. Вӗсем пӗрле пурӑнман, ҫак хӗрарӑма салтакӑн тӑванӗсем палламан.
Салтак СВОра чухне хӗрарӑм унпа ҫыхӑну тытман. Темиҫе уйӑхран арҫын хыпарсӑр ҫухалнӑ, кайран суд вӑл вилнӗ тесе йышӑннӑ. Кун хыҫҫӑн «арӑмӗ» патшалӑх паракан тӳлеве илме хӑтланнӑ. Суд вӗсем фиктивлӑ майпа пӗрлешнӗ тесе йышӑну кӑларнӑ.

