Хĕлле пăр çине тухиччен тимлĕ пулмалла. Чи малтанах унăн хулăнăшне пĕлмелле тата вăл тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен пулнине асра тымалла.
Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управлени- йĕн специалисчĕсем асăрхаттарнă тăрăх, пăр çирĕплĕхне ура тапса тĕрĕслеме юрамасть. Пăр шатăртатнине илтсен тӳрех çырана таврăнма вас- камалла, урасене çĕклемесĕр пысăк утăмсемпе шуса пымалла. Вăл çурăлсан йывăр япаласене айккине хумалла, пушмака хывмалла, шыв çинче тытăнса тăма тăрăшмалла. Пуçа шывран çӳлерех тытма тăрăшмалла, алăсене сарса пăр катăкĕн хĕрринчен тытăнмалла. Пăра катмасăр ун çине кăкăрпа тĕренсе урасене черетпе хăпартмалла. Шыв тарăнах мар пулсан çырана утса çитме хăтланса пăхмалла. Шывран тухсан çырана шуса çитме тăрăшаспать. Тăрса чупма юрамасть – пăр татах катăлас хăрушлăх пур.
Çичĕ сантиметр хулăнăш шăннă пăр пĕр çынна тӳсеет. Анчах та юхан шывсем пĕрлешнĕ вырăнта тата çĕр айĕнчен тапса тăракан çăл куçсен çывăхĕнче вăл хулăн шăнмасть, шăпах çав вырăнсенче шыва кĕрсе ӳкес хăрушлăх пур.

