Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Чăваш кĕвви янăранă

Чăваш кĕвви янăранă


Çĕршывăн тĕп хулинче вырнаçнă пĕтĕм тĕнчери Музыка çуртĕнче нумаях пулмасть чăваш кĕвви янăранă.
Театр залĕн сцени çинче Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищин «Янтал» фольклор ансамблĕн, «Diva» ушкăн артисчĕсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă. Халăх юррисене хальхилле янăратнине куракансем уйрăмах кăмăлласа йышăннă.
Концерт программине Чăваш халăх артистки Августа Уляндина малалла тăснă. Данила Польков гитаристпа пĕрле вăл пирĕн халăхăн 20-мĕш ĕмĕрти композиторĕсен юррисен транскрипцине шăрантарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *