Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ

Ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ


Шупашкарта 15-ри хӗрача патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, сим-карттӑ срокӗ тухнӑ тесе смс-ҫырупа килнӗ кода калама хушнӑ. Хӗрача пӗлтернӗ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ултавҫӑ тепре шӑнкӑравланӑ, хӑйне Чӑваш Енри Тӗп ҫар округӗн Ҫар прокуратурин юстици советникӗ тесе палӑртнӑ. Маларах шӑнкӑравланӑ арҫын ултавҫӑ пулнине каланӑ, вӑл хӗрача ячӗпе счет уҫнине, унти ҫур миллион тенке Украинӑна куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Куншӑн уголовлӑ майпа явап тыттарассипе хӑратнӑ, кун пирки никама та калама хушман.
Хӗрача хӑраса ӳкнипе палламан ҫын хушнине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Амӑшӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн телефонне илсе онлайн майпа 370 пин тенкӗ кредит илнӗ, ӑна тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *