Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, юр ҫуса сивӗтнӗ хыҫҫӑн ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Эрнекун 0 градус таранах пулӗ. Канмалли кунсенче вара термометр «плюс» кӑтартӗ.
Ҫавӑнпа йӗпе юр тата ҫумӑр ҫӑвӗ. Юр кӑштах ирӗлӗ, ҫурт тӑррисенчен юр анма пултарӗ – асӑрханӑр.
Ҫанталӑк ӑшӑтать пулсан та хальлӗхе ҫуркунне ҫывхарать теме ҫук. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере каллех сивӗтӗ.

