Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Смс-çырури кода пĕлтернĕ

Смс-çырури кода пĕлтернĕ


Шупашкарти 22 çулти воспитатель ултавçăсене 1 млн тенкĕ ытла куçарса панă.
Ултавçăсем унăн сим-карттăпа усă курмалли вăхăт вĕçленнĕ тесе суйнă. Смс-çырури кода пĕлтерме ыйтнă.
Унтан пикепе банк тата ФСБ «ĕçченĕсем» çыхăннă. Такам унăн ячĕпе Украинăна куçарма тесе кредит илнине ĕнентернĕ. Укçана сыхласа хăварма воспитатель микрозаймсем тата пĕлĕшĕсенчен кивçен илнĕ, ултавçăсем каланă счет çине куçарнă.
Хăйне улталанине ăнлансан вăл полицие кайнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *