Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Пурнӑҫри чи паллӑ куна вӑл юратнӑ кураканӗсемпе пӗрле театрта кӗтсе илнӗ.
Сумлӑ уявпа ӑна ЧР культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский, Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Павлов, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева саламланӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ Николай Сергеев пӗчӗкрен артист пулма ӗмӗтленнӗ. 1983 ҫулта ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ: чӑваш театрӗн сцени ҫинче пултарулӑхӗпе савӑнтарма, тӗлӗнтерме пуҫланӑ. Ку таранччен вӑл вун-вун сӑнарпа халӑх умне тухнӑ.
Юбилей каҫӗнче вӑл Флор Федулич пулса тухнӑ, «Юлашки парӑм» спектакльте вылянӑ.

