Чӑваш Енре пурӑнакан Марина Исаевапа Артем Румянцев Пӗтӗм Раҫҫейри «Будем жить» премие тивӗҫнӗ.
Ӑна онкологипе кӗрешекенсене тата чире парӑнтаракансене параҫҫӗ.
Марина Исаевана «Чи лайӑх медицина сестри» ята панӑ. Вӑл Республикӑри онкологи диспансерӗнче 10 ҫул ытла ӗҫлет. Артём Румянцев вара «Пациентӑн хӑйне евӗрлӗ историйӗ» номинацире мала тухнӑ.

