Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма пулăшаççĕ

Çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма пулăшаççĕ


Патшалăх çамрăк çемьесене пур енлĕн пулăшса пыма тăрăшать. Çак тĕллевпе çĕршыв шайĕнче ятарлă «Çемье» наци проекчĕ те вăя кĕртнĕ. Асăннă наци проектпа килĕшÿллĕн нумаях пулмасть Канаш тăрăхĕнче пурăнакан 28 çамрăк çемье социаллă тÿлеве тивĕçнине çирĕп- летекен свидетельствосем илнĕ.
Канаш енĕн çамрăк çемйисене свидетельствосене панă май округ пуçлăхĕ Валерий Чернов унăн хуçисем ятарлă тÿлеве хатĕр çурт-йĕр туяннă çере яма, кăмăл тăвакансем вара кил-çурт хăпартнă чухне усă курма пултарнине палăртса хăварнă.
«Хăтлă уйрăм кĕтес пурри çамрăк çемьесене çирĕплетет. Çамрăксем хăйсем çуралса ÿс-нĕ тата çемье çавăрнă тăван тăрăхра ĕçлесе пурăнма юлччăр тесе курăмлă ĕçсем туса ирттеретпĕр. Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшни çемье ырлăхĕн çирĕп никĕсĕ пулса тăрать», _ тенĕ Валерий Анатольевич çамрăксене саламланă май.
Кăçал çурт-йĕр условине лайăхлатма май паракан свидетельствосене тата 21 çемьене тивĕçтерме палăртса хунă. Эппин, 2026 çулта 49 çамрăк çемье патшалăх пулăшăвĕн ырă витĕм- не туйса илме пултарĕ. Çак тĕллевпе хыснара 88,39 миллион тенкĕ укçа пăхса хăварнă.
Ятарлă тÿлеве тивĕçнĕ çемьесем тĕллевлĕ программăна пуçарса тытса пыракансене пĕтĕм чунтан-чĕререн тав тунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *