Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура çурхи ейӳ тапхăрне хатĕрленессине пăхса тухнă. Ку ыйтупа регионăн граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен министр Сергей Павлов сăмах илнĕ.
Кăрлачра юр нумай çунă – уйăхри нормăн 189% чухлĕ. Нарăсăн пĕрремĕш çурри те ку енĕпе питĕ «тухăçлă» пулнă. ЦГСМ çулталăк пуçланнăранпа çанталăкăн хăрушлăх кӳрекен условийĕсем пирки 25 хутчен асăрхаттарнă. Юр нумай çавăнпа та, паллах, ейӳ пысăк пуласси иккĕленӳсĕр.
Сергей Павлов гидротехника ссоруженийĕсем, коллекторсем, шыв юххисем тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каланă. Вĕсене çӳп-çапран, юртан, пăртан тасатмалла. 16 муниципалитетри 57 ял-хула урамĕсене шыв илме пултарассине палăртнă. Юр хулăн – 53-рен пуçласа 80 сантиметр таранах. Пĕлтĕр, сăмах май, ку кăтарту 0-18 сантиметр кăна пулнă. Синоптиксем пуш уйăхĕнче сывлăш температури вăтамран 1 градус шайĕнче пуласси çинчен калаççĕ – нормăпа пăхнинчен самай ăшăрах. Çакă та, паллах, юр хăвăрт ирĕлме пултарассине пĕлтерет. Çавăнпа та ейӳ тапхăрне кĕтсе илме хатĕр пулмалла.

