Понедельник, 12 октября, 2026
Главная > Публикации > Олег Николаев Чăваш Енри кадет корпусĕн курсанчĕсемпе тĕл пулнă

Олег Николаев Чăваш Енри кадет корпусĕн курсанчĕсемпе тĕл пулнă


Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Атăлçи федераци округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Енри кадет корпусĕн курсанчĕсемпе тĕл пулнă. Олег Алексеевич çамрăксемпе «Пĕрлĕхĕн вăйĕ: Раççейĕн историйĕ тата малашлăхĕ» темăпа лекци ирттернĕ.
Хăйĕн сăмахĕнче регион ертÿçи Раççейре пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕ çинче чарăнса тăнă. Нацин культура кочĕ ăнлава уçса панă, йывăрлăхпа хăрушлăх умĕнче общество пĕр йыша чăмăртанма пултарнин пысăк пĕлтерĕшĕ çинчен каланă.
Олег Алексеевич тĕлпулу вăхăтĕнче хальхи вăхăтра çар вузĕсенче хăйсен пĕлĕвне малалла аталантаракан Чăваш Енри кадет корпусĕн ĕнерхи курсанчĕсемпе телемост та йĕркеленĕ. Пĕрлехи калаçăва Раççейри пĕлÿ учрежденийĕсенче вĕренекен студентсен ашшĕ-амăшĕ те хутшăннă. Çамрăксем телемостра хăйсем алла илекен пулас професси çинчен каласа кăтартнă.
Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани панăшăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кадет корпусĕн воспитателĕсене Алексей Башмакова, Владислав Сергеева тата Дмитрий Клементьева Тав çырăвĕсем панă. Вĕсем пурте çапăçу хирĕнче пулнă çар çыннисем, служба хыççăн хăйсен умне çамрăксемпе ĕçлеме тĕллев лартнă. Палăртса хăвармалла, Алексей Башмаковпа Владислав Сергеев «ВремяСВОих» программăна хутшăннă салтаксем. Олег Алексеевич мероприяти вăхăтĕнче çавăн пекех курсантсен ашшĕ-амăшне те ывăлĕсене тивĕçлĕ пăхса ÿстернĕшĕн Тав çырăвĕсем парса чысланă.
Олег Николаев Совет Союзĕн Геройне Александр Кочетова асăнса лартнă мемориал умне чĕрĕ чечексем хунă, çак астăвăм вырăнне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ. Унăн тĕп элеменчĕ И-16 истребитель моделĕ. Паттăр летчик хăйĕн вĕçев çулне шăпах çакăн йышши истребительпа пуçланă пулнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *