Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейри Социаллă фондăн Председателĕпе Сергей Чирковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче халăх пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме пулăшакан çĕнĕ социаллă проектсене ĕçе кĕртессине сÿтсе явнă, пĕлтерĕшлĕ енсемпе уйрăмах тачă çыхăнса ĕçлессине ятарлă килĕшÿре алă пусса çирĕплетнĕ.
Чăваш Ен Раççейри Социаллă фондпа тухăçлă ĕçлесе пырать. Çĕршыври социаллă политикăн тĕп тĕллевĕ _ патшалăх пулăшăвĕ çынсемшĕн ăнланмалла пулни тата çак пулăшу кĕтекен çынсем патне хăвăрт çитме пултарни. Ку енĕпе пирĕн рес- публикăра, кашни çын шухăшне тĕпе хурса, комплекслă тата пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ.
2025 çулта Социаллă фонд уйрăмĕ çынсене пенсипе тата социаллă пулăшупа тивĕçтерме, çавăн пекех çемьепе ачалăха хÿтĕлеме тата халăха ĕçпе тивĕçтерекенсене тĕревлеме 130 миллиард ытла тенкĕ укçа куçарнă пулнă. Патшалăх пулăшăвĕсемпе республикăра пурăнакансене 23 клиент служби тивĕçтерет. Вĕсем иртнĕ çулта пĕтĕмпе 298 пин ытла обращени йышăннă. Çынсем пулăшусен 93 ытла процентне электрон мелпе илнĕ.
Пĕрлехи калаçу вăхăтĕнче регионти хăш-пĕр социаллă мерăсем Социаллă фондăн витĕмне куçнин ырă енĕсене те палăртса хăварнă. Раççейри Социаллă фондăн Председателĕ Сергей Чирков çакна пурнăçласа пыма Соцфондăн ятарлă компетенцисем тата ĕç хатĕрĕсем пуррине пĕлтернĕ. Алă пусса çирĕплетнĕ килĕшÿ малашлхăри пĕрлехи ĕçсен тухăçлăхне тата та ÿстерме май парассине каланă.

