Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Эрнере виҫӗ хутчен вӗҫӗ

Эрнере виҫӗ хутчен вӗҫӗ


Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен Шупашкартан Махачкалана самолет вӗҫме тытӑнӗ. Билетсене перевозчик сайтӗнче сутма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Билет хакӗ 7 пин тенкӗрен пуҫланать.
Рейссене «Аэрофлот» пурнӑҫлӗ. Самолет Шупашкартан Махачкалана эрнере виҫӗ хутчен вӗҫӗ: тунтикун, юнкун тата шӑматкун. Рейс ҫӗрле ҫула тухӗ: 23 сехет те 50 минутра. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет те 40 минутра Дагестана ҫитӗ. Махачкаларан вара ытларикун, кӗҫнерникун, вырсарникун вӗҫсе килӗ. Рейсра Airbus A320 самолетсем пулӗҫ. Вӗсен икӗ класлӑ компановка: «Эконом» тата «Бизнес».
Махачкалана каякан пӗрремӗш рейс 2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче уҫӑлнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *