Понедельник, 12 октября, 2026
Главная > Публикации > Кашни ыйтăва çирĕп контроле илнĕ

Кашни ыйтăва çирĕп контроле илнĕ

Канаш тăрăхĕн администрацийĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Çак мероприяти «Единая Россия» партин «Школа ЖКХ» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ. Унта вырăнта пурăнакансем специалистсенчен ЖКХпа çыхăннă çивĕч ыйтусем çине хуравсем илтме пултарнă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче капиталлă юсав темине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çынсем çак программăна мĕнле ĕçсем кĕнипе тата вĕсен пахалăхне тĕрĕслесе хак парассипе  кăсăкланнă. Специалистсем коммуналлă тÿлев йĕркипе тĕплĕн паллаштарнă, кил-хуçалăхра энергие перекетлес тĕлĕшпе усăллă сĕннÿ-канаш панă. 

Прием вăхăтĕнчи кашни ыйтăва çирĕп контроле илнĕ. Вĕсене кашнине кĕске вăхăтра татса парассипе çине тăрса ĕçлĕç. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *