Чăваш Республикин ял хуçалăхĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветеранĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тăрăшнипе, Мускавра — Патшалăх Думинче, Хĕрлĕ площадьре, Ĕмĕр сÿн- ми çулăм патĕнче, Çĕнтерÿ паркĕ-
пе Çĕнтерÿ музейĕнче пулса курнă. Делегаци йышĕнче Канаш тăрăхĕнчи АПК ветеранĕсен канашĕн ертÿçи Валерий Долгов та пулнă.
Ветерансем Патшалăх Думинчи кашни фракцин ĕç пÿлĕмĕпе кĕрсе паллашнă, вĕсем ирттерекен канашлусене итленĕ. Пирĕн ентешсемпе Совет Союзĕн Геройĕ, летчик-космонавт Валентина Терешкова тĕл пулнă. Ветерансем унпа асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ.
Çĕнтерÿ музейĕнчи экскурси вара кашнин асĕнче чылайччен упранĕ. Аслă Çĕнтерĕ-
ве çывхартассишĕн канашсем те пысăк тÿпе хывнă. Вĕсен пархатарлă ĕçне историе кĕртсе хăварас тĕллевпе пĕлтĕр вырăнти АПК ветеранĕсем фотоальбом туса хатĕрленĕ. Унта ял хуçалăх ĕçченĕсем фронта мĕнле пулăшу панине курса паллашма пулать. Унтах Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятисен саманчĕсене те кĕртсе хăварнă.
Валерий ДОЛГОВ,
Канаш тăрăхĕнчи АПК
ветеранĕсен канашĕн ертÿçи

