Понедельник, 12 октября, 2026
Главная > Публикации > «Поэзи баттлĕ» иртнĕ

«Поэзи баттлĕ» иртнĕ


«Çамрăксен хаçачĕ» йĕркелекен «Поэзи баттлĕ» конкурс кăçал 6-мĕш хут иртнĕ
Хальхинче вăл «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 148 çул çитнине халалланипе йĕркеленнĕ.
Хутшăнакансем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ. Вĕсен йышĕнче – шкул ачисем, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем, тивĕçлĕ канурисем. Садике çÿрекенсем те пулнă. Илемлĕ юрă-кĕвĕпе Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕ Иван Иванов савăнтарнă.
Поэзие юратакансен пултарулӑхне «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Дмитрий Моисеев, Раççей писательсен союзĕн членĕ Галина Серебрякова-Кĕмĕл, Чăваш халăх артисчĕ Ирина Архипова тата Шупашкар округĕнчи Чăрăшкасси шкулĕн вĕрентекенĕ Алина Николаева хакланă.
Çивĕч кĕрешÿре çĕнтерÿçĕ ятне Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакан Наталия Ильметова тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *