Утӑ уйӑхĕн 25-мĕшĕнчен пуҫласа ҫурла уйӑхĕн 1-мĕшĕччен Шупашкарта «Раҫҫей симĕс ылтӑнĕ» фестиваль иртет.
Уявра яланхиллех хӑмларан вĕретнĕ тĕрлĕ сĕткен тутанса курма пулĕ.
Уяв лапамĕнче кашни кунах хӑнасене вӑхӑтпа кĕтеҫҫĕ. 12 сехетрен 14:30-ччен, 15 сехетрен 18-ччен, 19 сехетрен 22-ччен. Билетсене сутлӑха кӑларнӑ.
Сцена ҫине хамӑр артистсемпе танах Раҫҫей ҫӑлтӑрĕсем те тухĕҫ. Йыхрава «Вирус», «Агата Кристи» ушкӑнсем, Вадим Самойлов йышӑннӑ.

