Тавралăхри ялсемпе танлаштарсан Асхва чи çамрăк ял пулать. Вăл Шупашкарпа Канаш хулисен çулĕ çинче Канаш хулине çитес умĕн сылтăм енче вырнаçнă. Çул урлă ăна хирĕç амăш ялĕ Вырăскас Пикших ларать. Шупашкарпа Шихран хушшинчи тракне чугун çул Шихран станцине уçсанах тума пуçланă. Çапла вара, ку çула тума пуçлани 130 çул çитет. Тракчĕ чи малтан Шăхасан тата Вырăскас Пикших ялĕсем витĕр тухнă. Унтанпа çул улшăннă. Халĕ асфальт сарнă çулĕ тÿртен Шăхасанпа Вырăскас Пикших ялĕсене кĕмесĕрех тÿ- рех Канаша çитерсе ярать.
Яла çамрăклах е выççăлккă статус пулнă чухнех Аслă Хăва е вырăсла Большая Хува ятпа çырнă. Ялти халăх хăйĕн ялĕ пирки мĕн шутлать-ши тесе тĕрлĕ-рен хыпар пĕлтерекен каналсем çине кĕрсе пăхрăм. Вĕсем хăйĕн ял историне пĕлеççĕ пулĕ тетĕп. Канаш районĕн сайчĕ 2016 çулхи 6-мĕш августра Асхван ял кунне ирттернине пĕлтерет. Анчах та ялĕ миçе çул тултарни çинчен нимех те çырман. Ял историйĕ пирки кĕнеке е калав çыракан çын пулман пек туйăнчĕ.
Чăваш энциклопедийĕ çинче Асхва пирки çапла çырнă.
«Асхва (Аслăхăва, 1923* АслăхăваПикших, 1927* Аслă АсхваПикших, 1935) – деревня в Канаш. р-не, Асхвин. сел. поселения. Историч. название – Новопоселенная Асхва. Жители – чуваши. В составе Первотатмышев, Новомамеев., Сиделев,. Шихазан. волостей Цивил. у. Число дворов и жителей: в 1811 – 42 двора, 178 муж.* 1858 – 71 двор, 281 муж., 308 жен. Автор: В.И. Харитонова».
Ку текстра ял историйĕ 1811 çулта пуçланнă пек ăнланмалла. «Одноклассники» сайчĕ çинче «Асхва-деревенька моя» ятлă такам çынни блог ертсе пырать. Унта вырăсла кĕскен çапла çырнă: «18 февраля 1811 г. первое упоминание в записях о деревне Асхва. 1795-1811 г. время появления родной деревни».
Интернетра тата тепĕр тĕрлĕ интереслĕ калав тупрăм. Унăн авторĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Сергей Тихонов.
«Во время войны, в сороковые годы, возле деревни Асхва Канашского района стали строить аэродром. Но посреди поля на керемет вырăнĕ стояло дерево, которое местные жители наотрез отказались сносить. Тогда для этих целей наняли татарина. Тот на бульдозере снес дерево, но его в этот момент парализовало. Он прожил около месяца, а потом умер. «Кереметь». Сайт «Сказки народов мира».
Кунта ăнланмасăр çырнă сăмахсем те пур. Йăнăшсене тÿрлетмелле пуль тетĕп. Сăмахран, бульдозерсем вăрçă вăхăтĕнче Чăваш Республикинче пулман. Вĕсем пирĕн еннелле 1950 çулсем вĕçнелле тин çитме пултарнă. Ватă хăвана вăл вăхăтри тракторпа тăпăлтарса кăларма май килнĕ-ши? Тавралла чавса çĕрне тымарĕсем айĕнчен кăларсан тата ун хыççăн тавралли тымарĕсене кассан тÿн- терме пулĕ. Тепĕр енчен пире кирлĕ усăллă сăмахсем те пур.
Иккĕмĕш Кĕтерин патша хушăвĕпе 1780 çулсем пуçламă-
шĕнче уеспа хулана ертсе пыракан воеводăн должноçне пĕ-тернĕ. Çĕр çинче ĕçлени халăха экономика енчен усăллăрах пултăр тесе уессемпе вулăссен çĕр лаптăкĕсене тата вулăссен ячĕсемпе вĕсен тĕп ялĕсене те улăштарнă. Тата вăл вăхăтра выççăлккăсем нумай шăтса тухнă. Вĕсен шутĕнче Асхва ялĕ те пур.
Пĕрремĕш хут хальхи Асхва ялне 1790 çулсем пуçламăшĕн- че ÿкернĕ Çĕрпÿ уесĕн картти çинче выççăлккă пулнă пулсан та Аслă Хăва е вырăсла Большая Хува ятпа палăртнă. Вăл Уруксар пĕчĕк юхан шыв пуçĕнче вырнаçнă.
Ун хыççăн Çĕрпÿ уесĕн финанс докуменчĕсем çинче 1797 çулта Новопоселенная Асхва ятпа палăрнă. Çав çулта ялта168 арçын тата çавăн чухлĕ хĕрарăм пурăннă. Вуннăмĕш халăх перепиçĕ тăрăх 1858 çулта ялта 102 кил пулнă, 301 арçын тата 307 хĕрарăм пурăннă.
Мĕне пĕлтерет-ши Асхва ячĕ? Ун пирки И.С. Дубановпа Ю.Н. Исаев «Словарь топономических названий и терминов» кĕнекере вырăсла çапла ăнлантарса параççĕ. «Прежде называлось Асхва-Пишших (Ашмарин,II, 116). По-видимому, название произошло от чув. аслă «великий, обширный, широкий, большой» и хăва «ива»* хăвалăх «заросший ивами, ивняком, тальником».
Кунта тĕрĕс мар çырнă тесе калаймастăп, анчах каллех ним ăнланмасăр çырнине куратăп.
Ĕлĕкех пирĕн ваттисен чăваш туррипе çыхăннă киреметь пулнă. Пĕр çĕр çул каялла киреметь сăмахĕ те йĕрки те пĕчĕккĕн манăçа тухнă. Киреметь йывăçĕ- сем те тахçанах вилсе пĕтнĕ. Сăмахран, эпĕ ăнланнă тăрăх Ямашри юлашки киреметь йывăççи хурама пулнă. Эп астăвасса пире ачасене аттепе анне çак хурама пирки хытă калатчĕç. Çав йывăç панче хытă калаçма, ахăрма, тула тухма тата ун патне пыма та юраман. Тата эпĕ астăвасса çав йывăç тăрринче пĕрмаях çăхансем карăклатса ларатчĕç. Йывăççи те питĕ çуллĕ пулнă. Хурама çирĕп йывăç пулнă пулсан та пĕр хĕрĕх çул каялла киреметь йывăççи хăрса тÿн-се кайнă. Хальхи вăхăтра чăваш тĕпчевçисем чăваш туррипе çыхăннă йĕркесене тепĕр хут каялла тавăрса пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Анчах та пĕр енчен ăнланмасăр çырнине е тепĕр енчен йĕркисене кăткăслатса пынине куратăп. Чăваш туррипе çыхăннă йĕркисене уйрăм калав çырмалла пуль тетĕп.
Паянхи калавра чăваш туррипе çыхăннă сăмахсене Вырăс Пикшихпе Асхва ялĕн ĕлĕкхи пурнăçĕпе çыхăннăшăн аса илтĕм. Хальхи Асхва ялĕн çĕр вырăнĕнче Вырăс Пикших ялĕн тĕп киремечĕ пулнă. Унăн хуçи е сыхлаканĕ пысăк тата ватă Хăва пулнă. Вăл Хăва патĕнче ялти халăх пысăк сăлтавпа анчах пуçтарăннă е паллă кунсенче тавралăхри халăхсем те килме пултарнă. Эпĕ ăнланнă тăрăх Вырăскас Пикшихĕн пысăк киреметь йывăççине Аслă вăрçă вăхăтĕнче 1940 çулсем пуçламăшĕнче çĕр вырăнĕ патшалăха кирлĕ пулнăшăн тÿнтернĕ.
Вырăс межевайсем çĕр виçме киличченех халăх хушшинче ял ячĕ пирки калаçу тухнă пулас. Çĕнĕ выççăлккă çĕрĕ çинче Аслă киреметĕн Аслă йывăççи Хăва ларнăшăн чăвашсем ăна Аслă Хăва тенĕ. Вырăс межевейсене те Аслă Хăва тесе каласа ăнлантарса панă. Вара межевейсем вырăсла Большая Хува е чăвашла кĕскетсе калани халĕ Асхва пулать. Новопоселенная Асхва ячĕ 1797 çултан пуçланса 1917 çулчченех сыхланса юлнă. Чăваш АССР 1926 çулхи картти çинче вара ял ятне Асхва тесе çырнă.
Асхва ялĕн историйĕ кĕскен çапла пулса тухрĕ.
Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

