Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Единая Россия» партин умĕнхи электрон сасăлавĕн çĕнтерÿçисемпе тĕл пулнă. Аса илтеретпĕр, унта патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă регистрациленнĕ суйлавçăсем хутшăнма пултарнă.
Çак малтанхи сасăлавра Чăваш Енре пурăнакан 121 пин ытла çын хăйсен сассисене панă. Çĕнтерÿçĕсен йышне промышленноçра, вĕрентÿ, сыв-лăх сыхлавĕ, наука тата ытти сферăра вăй хуракансем кĕнĕ. Вĕсене пурне те пĕр тĕллев пĕрлештерет — Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç шайĕпе пахалăхне ÿстересси.
«Çынсене илтме пĕлни тата конкретлă результатсем туни — пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх программи шăпах çак системăна пăхăнса ĕçлет. Паянхи кун унăн çĕнĕ редакцине хатĕрлес енĕпе тимлетпĕр. Унăн тытăмĕ çынсен шухăш-кăмăлĕ çинче никĕс- ленсе республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанă- вĕн Комплекслă программипе килĕшсе тăрасса шанатăп. Çав вăхăтрах пирĕн Комплекслă программа — чĕрĕ документ. Енчен те çынсем çĕнĕ йышăнусем сĕнсен, вĕсене шута илсе, программăна ятарлă улшăнусем кĕртме хатĕр, — палăртнă регион ертÿçи Олег Николаев.
Хамăр инф.

