Республикӑра ҫуллахи туйсен сезонӗ пуҫланнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче кӑна 850 ытла мӑшӑр пӗрлешме заявлени панӑ.
Чи нумаййи – ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче. Ун чухне 170 ытла мӑшӑр пӗр-пӗрне ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартӗ.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче те ҫемье ҫавӑракансем нумай пулнӑ. Мӗншӗн тесен ку – хитре янӑракан кун: 26.05.2026.
ЗАГС ӗҫченӗсем утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче хальлӗхе пушӑ кунсемпе вӑхӑтсем пуррине пӗлтереҫҫӗ.

