Социаллă ĕçченĕн кунĕнче Канаш тăрăхĕнчи социаллă сферăра тăрăшакансене професси уявĕпе саламланă. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыракан хастарсене хисеп грамотисем тата тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă.
Социаллă ĕçченсен профессийĕ — чи пархатарлисенчен пĕри. Вĕсем ватăсене, хăйсене тĕллĕн тухса çÿреймен тата пурнăçăн йывăр лару-тăрăвне лекнĕ çынсене кунсеренех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хăйсен тÿсĕмлĕхĕпе ăшшине панипе пĕрлех пурнăç савăнăçне парнелеççĕ.
Çак çăмăл мар ĕçе чун-чĕ- репе парăннă хастарсене професси уявĕпе саламланă май çирĕп сывлăх тата иксĕлми вăй-хал сунатпăр.

