Шупашкар хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри професси ӑсталӑхӗн «Профессире чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Унта 15 специалист кӗрешнӗ.
Старта тӑхӑр бульдозер машинисчӗ тухнӑ. Жюри малти вырӑнсене ҫак ӑстасене пама йышӑннӑ. «Бульдозер машинисчӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑна тата 100 пин тенке «КЕТРА» савут филиалӗнче ӗҫлекен Сергей Степанов тивӗҫнӗ. «Экскаватор машинисчӗ» номинацире те ҫав организацирех вӑй хуракан Эдуард Петров мала тухнӑ.
Вӗсен республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлеме тивӗ. Вӑл вара авӑн уйӑхӗнче иртӗ.

