Шупашкар хулинче пурӑнакан 24 ҫулти хӗре чӑвашла сасӑ ҫырӑвӗ ярса улталанӑ. Кун пек ҫыру ун патне пӗлӗшӗнчен килнӗ. Сасси унӑнни пекех пулнӑран хӗр пӗрре те иккӗленмен – каланӑ счет ҫине 7 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран тин пӗлӗшӗн аккаунтӗнчен ултавҫӑсем ҫырнине пӗлнӗ вӑл.
Хӗр полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Полицейскисем кайран ҫакна палӑртнӑ: ултавҫӑсем искусственный интеллект пулӑшнипе чӑвашла сасӑ ҫыртарнӑ иккен. Вӗсем хӗрӗн пӗлӗшӗн аккаунтне ҫӗмӗрнӗ. Укҫа та вӗсем каланӑ счет ҫинех куҫнӑ.

