Шупашкар хулинчи Лакрей вӑрманӗнче «Пеледыш пайрем» наци уявӗ иртнӗ. Унта мари ҫыннисем пухӑннӑ. Ку уява ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен паллӑ тӑваҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗнче.
Пирӗн республикӑра ҫак халӑх ҫыннисем сахал мар. Нумайӑшӗ кӳршӗ Марий-Эл республикинчен пирӗн пата вӗренме е ӗҫлеме килет, теприсем ҫемье ҫавӑрса кунтах тӗпленеҫҫӗ. Надежда Шуйцевӑпа та ҫапла пулса тухнӑ. Вӑл 27 ҫул каялла качча тухнӑ та кунта тӗпленнӗ, ҫапах тӑван тӑрӑхӗ, Марий-Эл, пирки манмасть.
Палӑртса хӑварар, официаллӑ даннӑйсем тӑрӑх, пирӗн республикӑра 3 пине яхӑн мари ҫынни пурӑнать.

