Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Наркотике пысӑк виҫепе сутма тӑнӑ

Наркотике пысӑк виҫепе сутма тӑнӑ

ШӖМӗн наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен Раҫҫей Тӗп управленийӗн ӗҫченӗсем тата Чӑваш Енри полицейскисем унччен судпа айӑпланнӑ икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсем наркотике пысӑк виҫепе сутма тӑнӑ.

Вӗсен машинине Канаш хулинче чарнӑ. Тендпа витнӗ прицеп ҫинче вара наркотик пулнӑ: 170 килограмм ытла! Оперативниксем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем Атӑлҫи тата Ҫӗпӗр федераци округӗсенче вӑрттӑн вырӑнсене наркотик хунӑ.

Ҫав ҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынсене тытса чарнӑ, следстви малалла пырать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *