Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Асанне арчин вăрттăнлăхĕсем

Асанне арчин вăрттăнлăхĕсем

Сăнÿкерчĕксем пĕлĕт сервисĕсенче упранакан, çырусем мессенджерсен асĕнчен пĕр йĕрсĕр çухалакан цифра ĕмĕрĕн хĕвĕшĕвĕнче алăпа тытса пăхма пулакан япаласем хаклăран та хаклă пулса тăраççĕ. Чăваш Наци библиотеки пуçарнипе регионта пурнăçа кĕрекен «Арча: çемье хаклăхĕсен управçи» проект çемье историйĕ пире хамăрăн тымарсемпе çыхăнтаракан чĕрĕ çип пулнине кăтартас тĕллевлĕ. 

Проектăн тĕп сăнарĕ — чăваш арчи. Йăлана кĕнĕ арчана çăка е юман хăмасенчен тăваççĕ, шăвăçпа витеççĕ, тĕрĕллĕ ÿкерчĕкпе илемлетеççĕ. Анчах тĕп мул шалта пытаннă. Шăпах çакăнта йăхăн чи хаклă туприсем упраннă.

Çак проекта хутшăнса Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнчи «Истоки» музей ертÿçи Т.Елисеева ачасене кукамăшĕнчен юлнă арчапа паллаштарчĕ. Мероприятие Асхва ял клубĕн культура ĕçченĕ Д.Степанова та хутшăнчĕ. Мĕн курчĕç-ха ачасем арчара? Унта килте тĕртнĕ пир кĕпесем, тухьясемпе хушпусем, сурпансем, мăй çыххисем, масмаксемпе шÿлкемесем упранаççĕ иккен. Ачасем вĕсемпе интересленсех паллашрĕç.

Чакаç культура çуртĕнче те çак проект шайĕнче мероприяти иртрĕ. Библиотекарь Т.Михайлова ачасене мĕн авалтан арчара мĕн упрани, асанне арчин мĕнле вăрттăнлăхсем пурри çинчен каласа пачĕ, арча япаласем упрамалли вырăн çеç мар, çемье хаклăхĕ- сен управçи пулнине палăртрĕ. Çак ялта пурăнакан Анна Егоровна ĕлĕк алăпа пир тĕртни, тĕрлени, каçсерен хĕр тупри хатĕрлени çинчен питĕ  интереслĕ каласа пачĕ. Культура çурчĕн заведующийĕ С.Васильева ачасене авалхи чăвашсен капăрлăхĕсемпе, чăваш тĕррипе илемлетнĕ япаласемпе паллаштарчĕ. Шкул ачисем валли çак тĕлпулура питĕ нумай кăсăкли пулчĕ, вĕсем тĕрлĕрен ыйтусем парса аваллăх çинчен тата та ытларах пĕлесшĕн пулчĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *