Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Республикăра вырма пуçланнă

Республикăра вырма пуçланнă

Çак кунсенче республикăри хăш-пĕр хуçалăхсем вырмана тухнă. Чи малтанах ĕçе пуçланисем хушшинче «ВДС» ООО (Çĕрпÿ округĕ), Геннадий Ямуков фермер (Вăрмар округĕ) тата «Таябинка» агрофирма (Красноармейски округĕ).

Хальлĕхе кĕрхи тулăн вăтам тухăçĕ кашни гектар пуçне 52,5 центнерпа танлашать. Аграрисен пурĕ 72 пин ытла гектар çинчен кĕрхи тулла пуçтарса кĕртмелле. Тухăç пĕлтĕрхинчен кая пулмасса кĕтеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, республикăра вырмана ăнăçлăн ирттерме хатĕр, 900 ытла тырă выракан комбайна хире кăларма планлаççĕ. Тырă тасатакан тата тырă типĕтекен комплекссем ĕçе пикенме хатĕр. Агропромышленноç комплексне пулăшу кÿме кăçал 4 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă, çав шутран 2,2 миллиардне аграрисене куçарса панă та ĕнтĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *