Республикăра ЧР Пуçлăхĕн «Яркое лето в Чувашии» проекчĕпе килĕшÿллĕн нумай мероприяти иртет. Çак кунсенче округри централизациленĕ клуб тытăмĕн автоклубĕ Çĕнĕ Вăрăмпуç ялне çитсе концерт лартнă, культура пуриншĕн те çывăх пулнине кăтартса панă.
Чи малтанах Çĕнĕ Шелттем территори пайĕн начальникĕ Е.Н. Мардарьева пур-
не те ăшшăн саламланă. Вăл аякра выр- наçнă ялсенче пурăнакансемшĕн куçса çÿрекен автоклубсем питĕ меллĕ пулнине, ялтан тухмасăрах концертпа киленме май панине палăртнă.
Çĕнĕ Шелттем культура çурчĕ çумĕнчи «Элгер» ушкăн, Тамара Осанова тата Андрей Алексеев солистсем асра юлакан концерт лартса панă. Куракансем кашни номере тăвăллăн алă çупса йышăннă, савăк кăмăл парнеленĕшĕн артистсене тав тунă.
«Яркое лето в Чувашии» проект малалла та пурнăçланса пырĕ. Эппин, артистсем çывăх вăхăтра ытти ялсене те çитме васкĕç.

