Вулавăш, клуб ялсенче пурăнакансемшĕн, тен, пĕртен-пĕр вăхăта усăллă ирттермелли вырăн. Кунта кĕнеке, хаçат-журнал вулатăн, шашка-шахмăтла вылятăн е пĕр-пĕр мероприятире пулса киленетĕн.
Çĕнĕ Чалкассинчи клуба (çакăнтах ял халăхне кĕнекепе тивĕçтерекен пункт та вырнаçнă) юсаса илемлетнĕ хыççăн халĕ хитре, хăтлă — шăпах çапла хаклаççĕ кунта çÿрекенсем.
Клуб ертÿçи Маргарита Тихонова, кĕ- неке паракан пункт хуçи Татьяна Назарова хăйсен тивĕçне кунта тупнă. Паянхи манăн сăмахăм шăпах та çак пултаруллă хĕрарăмсем çинчен.
Маргарита Павловна, Малти Тукайран, тăхăр çул çак ĕçре тăрăшать. Ас тăватăр-и, Николай Некрасов поэт çырнă сăвă йĕркисене: «Вăйăра лашапа çитеймĕн, инкекре эс ăна хăратаймăн. Урнă утпа начар хĕмленнĕ çурта та кĕрĕ», — çак йĕркесене Маргарита Тихонова пек маттур чăваш хĕрарăмĕсем çинчен çырнă тесе шутлатăп. Пулаççĕ вĕт çынсем: мĕнле ĕç ан тыттар — пурне те пултарать. Ун аллинче пурте выляса тăрать — йĕппи те, пуртти те, мăлатукĕ те. Чăн-чăн ал ăсти вăл.
Хальхи вăхăтра хушпу, тухья, мăй çыххи, пиçиххи, ытти илемлĕ япаласене ăсталакансем кашни ялтах пур. Вĕсен шутĕнче Маргарита Тихонова. Кăçалхи çул халăхсен туслăхĕн çулталăкне паллă туса вăл тĕрлĕ халăх çи-пуçне çĕлесе клубра выставка йĕркелерĕ. Кĕпе, саппун çине илемлĕ тĕрĕсем тĕрлесе республика шайĕнче ирттернĕ конкурса хутшăнса лауреат ятне те тивĕçрĕ. Вăл ăсталанă тухьясем пĕринчен тепри хитререх.
Клуба çÿрекенсемшĕн вăл çывăх юлташ та. Унпа канашлаççĕ. Шăпах çак ĕçре хăйĕн телейне тупнă.
Татьяна Назарова 2013 çултанпа кĕнеке паракан пунктра тимлет. Элĕк район хĕрĕ Çĕнĕ Чалкасси ял каччипе çемье çавăрса çак ялтах тĕпленнĕ. Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Журналист профессине алла илнĕ. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех «Çил çунат», «Пионер сасси» хаçатсене заметкăсем, сăвăсем çырнă. Халĕ те кăмăла каякан сăвăсем çырать. Мĕн ачаранах илемлĕ литературăна юратса вуланине пĕлтерет.
Вулавăша килекен кашни çынна ырă кăмăлпа кĕтсе илет библиотекарь. Çавăнпа та халăх культура çуртнелле туртăнать. Сывлăхран хавшакрах вулакансем патне килĕсене çÿрет. Вулакансене районта, республикăра иртекен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма пулăшать.
Вулавăш вулакансем валли 8 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илет. Çĕнĕ кĕнекесем те килсех тăраççĕ. В. Элпи, Улькка Эльменĕ, С. Павлов, Ф. Хмыт, А. Баймухаметов, Ю. Скворцов, В. Алендей çыравçăсен кĕнекисене вулакансем юратса вулаççĕ.
Ĕçĕ нумай библиотекарĕн. Вулаканпа çыхăнăва вăйлатасси, литературăна халăх хушшинче анлăрах сарасси, тĕрлĕ мероприятисем ирттересси.
Мероприятисене клубпа вулавăш пĕрле планласа ирттереççĕ. Паллах, ялти активистсем те, ветерансен, хĕрарăмсен канашĕсем те çак ĕçрен айккинче юлмаççĕ.
Культура ĕçченĕсем писательсемпе, поэтсемпе тĕлпулу каçĕсем ирттереççĕ. Нумаях та пулмасть Альбина Юрату поэтесса, Лидия Яковлева (Ушанар) хăйсен çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарма кăмăл турĕç. Вулавăш «Литературăллă Чăваш Ен» конкурса хутшăнса ырă ята тивĕçрĕ.
СВО, Сири, Афганистан, Чечня çĕрĕсем çинче пулнă ветерансемпе тĕлпулу ирттерни те асрах. Вĕсен шăпи клубра ларакан кашни çынна хумхантарчĕ.
Ачасен çуллахи каникул вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшаççĕ ĕçченсем. Вĕсем валли тĕлĕнтермĕшсем шутласа кăлараççĕ.
Пĕчĕк ялсен уявне ирттересси те йăлана кĕнĕ. Клуба паллă юрăçсем, кÿршĕ ялсенчи пултарулăх коллективĕсем те килсех тăраççĕ.
Çапла вара кашни ĕçе ÿркенмесĕр, чунтан парăнса ĕçлеççĕ культура ĕçченĕсем.
Ольга Терентьева,
Çĕнĕ Чалкассинчи
ветерансен канашĕн ертÿçи

