Ҫулла ачасем чӳречерен час-часах ӳкеҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнче кӑна Чӑваш Енре темиҫе тӗслӗхе шута илнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 5-ри ача 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Телее, арҫын ача чӗрӗ, ӑна больницӑна илсе ҫитернӗ. Инкек Совет урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра пулни паллӑ. Ҫав вӑхӑтра амӑшӗ те килтех пулнӑ. Ача уҫӑ чӳрече ҫинчи москитлӑ сетка ҫине таяннӑ та тухса ӳкнӗ.
Канашра 4-ри ача 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Инкек «Хӗвелтухӑҫ» микрорайонти пӗр ҫуртра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ача чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Ачана больницӑна илсе ҫитернӗ. Чӳрече ҫинче блокиратор пулнӑ, анчах ҫав самантра вӑл уҫӑ тӑнӑ.
Шупашкарта 3-мӗш хутран 2-ри ача ӳкнӗ. Ку инкек Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулнӑ. Ача пӗччен юлсан чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ.
Халӗ ӑна больницӑра тухтӑрсем пулӑшу параҫҫӗ.

