Шупашкарта пурӑнакан 41-ри хӗрарӑм ултавҫӑсене 2,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Инвестиципе тупӑш тумалли пирки вӑл соцсетьре пӗлтерӳ курнӑ та «аналитик» патне ҫырса янӑ. Лешӗ нумай ӑнлантарнӑ, телефон ҫине приложени лартма, экран демонстрацине ҫутма ӳкӗте кӗртнӗ.
Хӗрарӑм вӑл каланипе тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Приложенире инвестици счечӗ ҫинчи тупӑш ӳснӗ пек курӑннӑ. Ҫакна кура хӗрарӑм чӑнах та ӗненнӗ. Тата ытларах ӗҫлесе илес тесе вӑл темиҫе кредит илнӗ, пӗтӗм укҫана куҫарнӑ. Ҫапла 2,5 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Кун пирки ӑнсӑртран аппӑшӗ пӗлнӗ. Вӑл тӳрех полицие шӑнкӑравланӑ.

