Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре республикӑри ҫуллахи ял вӑййисем старт илӗҫ. Кӑҫалхипе ӑна 14-мӗш хут ирттерӗҫ.
Спорт уявне паян 10 сехетре Комсомольски округӗнчи Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Ӑмӑртусене Чӑваш Республикинчи мӗнпур округри спортсменсем хутшӑнӗҫ.
Спорта юратакансем спортӑн вунӑ тӗсӗнче вӑй виҫӗҫ. Ҫав шутра – мини-футбол, волейбол, ҫӑмӑл атлетика, мини-лапта, полиатлон, канат туртасси. Ҫавӑнтах ГТО нормативӗсене те парӗҫ. Кунсӑр пуҫне механизаторсемпе дояркӑсем валли виҫӗ енлӗ кӗрешӳ пулӗ. Ҫавӑн пекех ҫемьесен ӑмӑртӑвӗсене те йӗркелӗҫ.

