Пӗчӗк чухне кашниех мӗн ҫинчен те пулин ӗмӗтленет. Ҫитӗннӗҫемӗн ачалӑхри ӗмӗтсем улшӑнма та пултараҫҫӗ е хуҫипе пӗрлех ӳссе пыраҫҫӗ. Чун тӗпӗнчи вара, чи хаклӑ шухӑш-тӗллев, маяк пек, ӗмӗр тӑршшӗпех кун-ҫула ҫутатса пырать, хавхалану кӳрет.
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче Анна Тумаланован «Пӗчӗк Кулян пысӑк тӗллевӗсем» кӑларӑмӗ пичетленсе тухрӗ. Унӑн алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2025 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Конкурса Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 ҫулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли хатӗрленӗ кӗнеке 1510 экземплярлӑ тиражпа кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Наталия Андреева.
Повесть арҫын ачасен кӑмӑлне каясси куҫкӗрет: хуплашкара хоккейла вылякан маттурккана куратпӑр. Ку Куля пулнине тӳрех тавҫӑрса илме пулать. Хайлаври ӗҫсем шӑпах ун тавра пулса иртеҫҫӗ. Повеҫӗн кашни сыпӑкӗ унӑн кулленхи пурнӑҫӗнчи пӗр-пӗр саманта сӑнласа парать. Вӗҫӗнче вӑл е ку пӗтӗмлетӳ кӗтет. «Куҫ хӑрать те ал тӑвать» пайра тӗп сӑнар хайхи хоккейҫӑ тумне тата чӗркуҫҫийӗсене сыхлакан щитсене еплерех хатӗрлени ҫинчен каласа парать. Чи тӗлӗнмелли – Куля йӑлт хӑй ӑсталать. Мелне те шухӑшласа тупать вӗт. Амӑшӗ ятласран шикленсен те пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерет. «Ҫапла, хитре форма хитре выляма та хистет! Хӑвӑн аллупа туни – тата ытларах та!» – пӗтӗмлетет автор.
«Асамлӑ тӗнче» сыпӑкра Куля пӗлӳ тӗнчине ярса пусать. Унпа пӗр ҫултисем пурте пӗрремӗш класа каяҫҫӗ, ӑна вара кӗҫӗнрех тесе килте хӑварасшӑн. Тантӑшӗсенчен епле юлтӑр-ха ача? Ҫине тӑрсах шкула ҫӳреме пуҫлать, тӑрӑшса вӗренет. Иккӗмӗш класа куҫмалла чухне вара ӑна тепӗр хутчен пӗрремӗш класа хӑварасшӑн пулаҫҫӗ. Мӗн тери кӳренмелле! Малалла мӗн пулнине пӗлес килет-и? Апла, кӗнекене илсе вуламалла.
«До-ре-ми… фа!» сыпӑкра Кулян ашшӗ, ывӑлӗнчен чӑваш Рихтерӗ (паллӑ совет тата Раҫҫей пианисчӗ, органисчӗ, композиторӗ) тӑвас ӗмӗтлӗскер, ӑна Йӗпреҫри музыка шкулӗн директорӗ патне илсе каять. Шупашкарти музыка шкулне вӗренме яма малтан ачасене район центрӗнче тӗрӗсленӗ, унтан тин пултаруллисене тӗп хулана кайма сӗннӗ. Куляна ашшӗн шухӑшӗ пӗртте килӗшмест: ара, ӑна нотӑсем мар, шайбӑпа клюшка ҫывӑхрах. Анчах арҫын ача хирӗҫлесе нимӗн те каламасть – усси пурпӗр пулас ҫук, асли хӑй палӑртнине пурнӑҫа кӗртесшӗнех пулӗ. Яваплӑ самант ҫитсен вара… Куля шалт-палт тӗлӗнтерет. Амӑшӗ калашле, ачан шухӑш-кӑмӑлӗ ялан ҫитӗннисенчен килмест, «хӑйӗн те пуҫӗ пур».
«Турӑх тути» сыпӑкра арҫын ача Хветура аппана вӗренрен татӑлса кайнӑ вӑкӑртан ҫӑлать; «Ун чухне лашасем те хисепреччӗ», «Хурлӑхлӑ уйрӑлу» ятлисенче утпа ӗҫлеме хӑнӑхать; «Вӑйлӑ сӑлтавра» пахчара ҫум курӑкпа кӗрешет. Ялти ачан савӑк кунӗсем ҫинчен вулама чӑннипех интереслӗ. Повеҫӗн тӗп шухӑшӗ вара «Юратнӑ кӳршӗсем» сыпӑкра пытаннӑ пулӗ: «…умра тӗллев пулсан ун патне ҫитме пулатех. Юнашар юлташсем тата ырӑ кӑмӑллӑ кӳршӗсем пулсан ҫитме тата та ҫӑмӑлрах пулӗ».
Ольга ИВАНОВА
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

