Чăваш поэчĕсем Пĕтĕм тĕнчери «Туслăх çыранĕсем» конкурсра палăрнă.
Л.Север ячĕллĕ «Туслăх çыранĕсем» Пĕтĕм тĕнчери поэзипе куçарусен конкурс фестивалĕ Рос- тов облаçĕнче кăçал 11-мĕш хут иртнĕ.
Çулленех унта Раççейри тĕрлĕ регионтан тата ют çĕршывсенчен сăвăçсем хутшăнаççĕ, пĕр-пĕрин хайлавĕсене тепĕр чĕлхене куçарассипе ăмăртаççĕ. Тĕп номинацире Çĕрпÿ округĕнчи Кĕçĕн Тивĕш ялĕнче пурăнакан Дмитрий Трофимов финалистсен шутне кĕнĕ. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ Ольга Иванова (Австрийская) вара наставник пек хутшăннă. Вĕсен куçарăвĕсем ятарлă кĕнекере пичетленсе тухĕç.

