Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн иртĕ

Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн иртĕ

Професси ăсталăхĕн «Профессире чи лайăххи» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн федераци тапхăрĕ кăçал Чăваш Енре иртĕ.

Авăн уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче çĕршыври чи вăйлă специалистсем – каменщиксем, экскаваторсемпе бульдозерсен машинисчĕсем, якату-илемлетӳ ĕçĕсен ăстисем – çĕнтерӳшĕн тупăшĕç. Ку вăхăт тĕлне «Раççейри ĕç» порталта 25 регионтан (Магаданпа Еврей автономи облаçĕнчен пуçласа Севастопольпе Архангельск облаçĕ таранах) 41 çын регистрациленнĕ. Ăмăртусем Çĕнĕ Шупашкарта Атăл хĕрринче «ЧЕТРА» компани пулăшнипе иртĕç.

Чăваш Ен чысне экскаватор машинисчĕ Эдуард Петров, бульдозер машинисчĕ Сергей Степанов, Алексей Петрянкин каменщик тата Василий Сергеев облицовщик-плиточник хӳтĕлĕç.

«Профессире чи лайăххисем» конкурс «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн иртет.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *