Шупашкарта 23-мĕш автобус маршручӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Груша микрорайонӗпе Энергетиксен поселокне ҫыхӑнтарать.
Богдан Хмельницкий, Граждан урамӗсемпе, Максим Горький, Крылов Академик проспекчӗсемпе, Президент бульварӗпе иртет. Ҫак транспортпа хулан тӗрлӗ кӗтесӗнчен центра кайма меллӗ.
Республикӑна курма килекенсемшӗн те аван ку маршрут. Юханшыв портӗнчен, сӑмахран, «Пехет» агромаркета тӳрреммӗн ҫитме пулать.

