Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри ветерансен организацийĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче вăйра тăракан çăмăллăх мерисене сÿтсе явнă, çавăн пекех мирлĕ пурнăçа таврăнакан çар çыннисен адаптаци ыйтăвĕсене те пысăк тимлĕх уйăрнă.
Пĕрлехи калаçу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕн- че ветерансен организацийĕсен Координаци канашне туса хурассине йышăннă. Унăн тĕллевĕ — ветерансен сообществин, влаç органĕсен, общество организацийĕсен тата çамрăксен вăй-халне пĕрлештерсе пирĕн паттăрсене пур енлĕн пулăшса пырассине тата патриотла воспитани енĕпе пуçарнă пĕрлехи проектсене эффективлă ĕçе кĕртесси.
Çак пуçарупа килĕшÿллĕн рес- публикăн патриотла мероприятийĕсен пĕрлехи календарьне те йĕркелеме палăртнă. Вăл спорт сферин аналогийĕпе пĕрешкел пулĕ, çавна май событисен пĕтĕм спектрне курма май парĕ. Патриотла мероприятисене вара кăмăл тăвакан кашни çын хутшăнма пултарĕ.
Ветерансен пурнăç пахалăхĕ çине витĕм кÿрекен ыйтусене тĕлпулу вăхăтĕнче уйрăммăн пăхса тухнă. Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсем обществăн тимлĕхĕпе хисепне туйса тăни — пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ветерансен организацийсем ку енĕпе чылай тата пысăк опыт пухнă, вĕсемпе пĕрле çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе тата та эффективлăрах пурнăçа кĕртме май килĕ.
Хамăр инф.

