Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕ 32 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, çакна РФ УК 280-мĕш статйин 2-мĕш пайĕпе (интернетра экстремизмла ĕç тума чĕнсе калани) сăлтавланă.
Çав арçын радикаллă тĕне пăхăнакан пулнă май, социаллă сетьре видео вырнаçтарнă, унта вăл Раççейре чарнă экстремизмла организаципе çыхăннă сăмахсем каланă. Çакна халăх умĕнче экстремизма явăçтарнă пек пăхса тухнă. Ку вара социаллă тата политика хирĕç тăрăвĕсем çуратма пултарать.
Хальхи вăхăтра преступление уçăмлатма следстви ĕçĕсем тата оперативлă шырав мероприятийĕсем иртеççĕ. Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ.

