1-4-мӗш классем валли чӑвашла-вырӑсла дневник хатӗрленӗ.
Ӑна хатӗрлекенӗсем – И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ Анастасия Анохина, Александр Кириллов тата Александра Миронова.
Расписани, килти ӗҫсене ҫырмаллисӗр пуҫне дневникре Чӑваш Ен историйӗ, йӑли-йӗркипе культури тата паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗ пирки информацисем пур.
Дневнике «Воскресение» ыркӑмӑллӑх фончӗ Президент гранчӗсен фончӗ тата ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пулӑшнипе сарӗҫ. Хальлӗхе 3 пин экземпляр пичетлесе кӑларнӑ. Вӗсене республикӑри шкулсене тӳлевсӗрех парӗҫ.

