Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Канашра тротуарсем çĕнелеççĕ

Канашра тротуарсем çĕнелеççĕ

Çак ĕç «Инфраструктура для жизни» наци проекчĕн «Формирование современной городской среды» муниципаллă прграммăпа килĕшÿллĕн пулса пырать.

Кăçал Канашри муниципаллă округ тротуарсен 29 лаптăкне çĕнетме палăртать. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 6800 тăваткал метрпа танлашать, тăршшĕ вара 4,5 километртан та иртет.

Хальхи вăхăтра подрядлă организацисем Машиностротельсен, Раздолная, Разина, Свободы тата ытти урамсенче ĕçлеççĕ. Аса илтеретпĕр, виçĕ хулари тротуарсене юсаса йĕркене кĕртес ĕç Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Çавна май тротуарсене кăçал Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Канашра юсаса çĕнетĕç. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 269,7 миллион тенкĕ уйăрĕç. Çавăн пекех вырăнти бюджетсем те айккинче юлмĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *