Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Картта валли хура ҫӑкӑр хатӗрленӗ

Картта валли хура ҫӑкӑр хатӗрленӗ

Иртнӗ шӑматкун Мускавра регионсем хушшинчи «Русское поле» пултарулӑх фестивалӗ пулнӑ. Унта Чӑваш Енри делегаци те хутшӑннӑ.

Сцена ҫине халӑх ташшин «Суварята» ача-пӑча ансамблӗ тата чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина тухнӑ. Халӑх наци йӑли-йӗркин конкурсне вара «Укӑлча» ансамбль хутшӑннӑ.

Мускава «Хитре» этнобренд  та кайнӑ. Унӑн «Бабушкин сундук» коллекцийӗ халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркине тӗпе хурса хатӗрленӗ тумтирӗпе паллаштарнӑ.

Чӑваш Ен делегацийӗ тӗп хуларан парнесемпе таврӑннӑ. «Укӑлча» ансамбль халӑх йӑли-йӗркисен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, «Хитре» этнобренд автор ҫи-пуҫӗн номинацийӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Чи пӗлтерешли – Раҫҫейӗн ҫӑкӑр картти. Унӑн тӑрршӗ 7,8 метр, сарлакӑшӗ 4,3 метр йышӑнать. Чӑваш Ен ҫак картта валли хура ҫӑкӑр хатӗрленӗ. Авалхи рецептпа пӗҫернӗ ыраш ҫӑкӑрӗ.  Кӑпӑш ҫӑкӑр – кил ӑшшин, несӗлсен хӑвачӗн палли.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *