Петĕр Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕ малашне те пултарулӑх ушкӑнĕсемшĕн ĕҫлĕ.
Халĕ унта юсав пырать. Малтанласа ҫурта йĕркене кĕртнĕ хыҫҫӑн Ҫамрӑксен центрĕ тӑвасшӑн пулнӑ. Хула ҫыннисем ыйтнипе «Единая Россия» парти 35 ушкӑнри тĕрлĕ ӳсĕмри пине яхӑн ҫынна кунтах хӑварас тенĕ. Юсав вӑхӑтĕнче вĕсене тĕрлĕ вырӑна уйӑрса янӑ. Анчах унтах тĕпленме тивĕҫлĕ майсем ҫук.
Сергей Артамонов премьер-министр хушнипе ĕҫлĕ ушкӑн йĕркеленĕ. Унӑн пайташĕсем ҫĕнелнĕ лапам пуриншĕн те усӑллӑ тата илĕртӳллĕ пултӑр тесе проект хатĕрлĕҫ.

