Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев учительсене хушма пулăшу парасси çинчен Хушу кăларнă.
Унпа килĕшӳллĕн авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен педагогсен оклачĕсем 1,5 хут ӳсĕç. Пуçламăш класс учителĕсене тата ятарлă çар операцийĕнче пулнă вĕрентекенсене уйăхсерен хушма тӳлев – 5 пин тенкĕ – тивĕçĕ. Кунсăр пуçне республикăра ирттерекен професси конкурсĕсен çĕнтерӳçисемпе призерĕсене пĕр хутчен паракан тӳлев те ӳсĕ.
«Республика пуласлăхĕ вĕрентекенрен, унăн ĕçĕнчен нумай килет. Çавăнпа педагога хисепленине кăтартмалла кăна мар, унăн ĕç укçин виçине, пулăшу парассине ӳстермелле, харпăр хăйне, професси шайне аталантарма условисем туса памалла», – çапла палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри учительсен çурла уйă- хĕнчи конференцийĕнче.

